Чӑваш Енре грипран прививка тӑвас ӗҫ малалла пырать. Ҫӗнӗ Шупашкар пуҫлӑхӗ, сити-менеджер тата ЧР сывлӑх сыхлавӗн министрӗ Алла Самойлова та прививка тутарнӑ.
Алла Самойлова прививка кампанине хӑйсенчен пуҫлама йышӑннӑ. Вӑл хӑйне прививка тутарса ыттисене тӗслӗх кӑтартнӑ. Унӑн шухӑшӗпе, ку питӗ кирлӗ процедура.
Сӑмах май, кӑҫал грипран 520 пин ҫынна прививка тума палӑртнӑ. Вӗсенчен 170 пинӗшӗ — ачасем. Хальлӗхе республикӑна 175 пин доза вакцина килнӗ. Ку — аслисем валли. Ачасем валли вара 117,5 пин доза ҫитнӗ.
Ҫӗнӗ Шупашкарта хальлӗхе 9 пин ачана тата 14 пин аслӑ ҫынна прививка тунӑ. Тухтӑрсем ҫирӗплетнӗ тӑрӑх, ку процедура ыраттармасть тата хӑрушлӑх кӑларса тӑратмасть.
Чӑваш Енри ачасен правине хӳтӗлес енӗпе ӗҫленӗ Вячеслав Рафинов малашне ку тивӗҫе пурнӑҫламӗ.
Ӑна республикӑн Патшалӑх Канашӗн депутачӗ пулма суйланӑ хыҫҫӑн «Пӗрлӗхлӗ Раҫҫей» партин чӑваш парламентӗнчи фракцине ертсе пыма шаннӑ. Ку йышӑнӑва парти пайташӗсем авӑн уйӑхӗн 22-мӗшӗнче иртнӗ йӗркелӳ ларӑвӗнче татса панӑ.
Фракци ертӳҫине палӑртмалли сасӑлава вӑрттӑн ирттернӗ. Унта Вячеслав Рафиновшӑн ытларах сасӑ пухӑннӑ. Ӑна фракцире пулӑшса пыма Ҫӗнӗ Шупашкар округӗпе депутата суйланнӑ Сергей Михеева шаннӑ.
Депутата суйланнӑ Вячеслав Викторович унччен йышӑннӑ пукан — Ачасен правине хӳтӗлекен уполномоченнӑй — патшалӑх должноҫӗ шутланать. Депутата саккун патшалӑх службинче ӗҫлеме ирӗк памасть.
Чӑваш Енӗн Элтеперӗ Михаил Игнатьев Шупашкарти Депутатсен пухӑвӗн депутатне Юрий Борисова ятланӑ. «Пӗрлӗхлӗ Раҫҫей» парти пайташне «фанфурик» сутнишӗн сӑмах лекнӗ.
Республика правительствин эрнесерен иртекен ларӑвӗнче Элтепер Администрацийӗн Тӗрӗслев тата халӑх хӑрушсӑрлӑхӗн управленийӗн пуҫлӑхӗ Алексей Метелкин Шупашкарти тата Ҫӗнӗ Шупашкарти 4 суту-илӳ точкинче спиртлӑ хутӑшсене пӗчӗк савӑтпа сутнине пӗлтернӗ. Ҫавсен хушшинче республикӑн тӗп хулинчи Гагарин урамӗнчи павильона асӑннӑ. Ӑна вара Юрий Борисов депутат тытса тӑрать иккен.
Элтепер усламҫӑ пирки: «Бизнес тесе нравственность та, кӑмӑл-сипет те, этика та ҫук», — тесе ӳпкевлӗн каланӑ май потребитель рынокӗнче йӗрке пулмаллине асӑрхаттарнӑ.
Ҫӗнӗ Шупашкарта пурӑнакан 14-18 ҫулсенчи ачасене ӗҫ сӗнеҫҫӗ. Уйӑхсерен вӗсене 1200 тенкӗ ытла ӗҫ укҫи тӳлеҫҫӗ.
Специалистсен шухӑшӗпе, ачасем вӗренӳрен пушӑ вӑхӑтра ӗҫлени сиен кӳмест. Ку укҫа ӗҫлесе илме, профессионаллӑхне ӳстерме пулӑшать.
Чи малтанах тулли мар ҫемьесенчи, ӑнӑҫсӑр тата нумай ачаллӑ кил-йышри ҫамрӑксене ӗҫпе тивӗҫтерӗҫ. Шкулта е ҫул ҫитмен ачасемпе ӗҫлекен комиссире шутра тӑракан яш-хӗр тӗлӗшпе уйрӑмах тимлӗ пулӗҫ.
Хальлӗхе 1129 ҫамрӑк валли ӗҫ тупнӑ. Шупашкарти, Ҫӗнӗ Шупашкарти 51 вӗренӳ учрежденийӗпе, организаципе килӗшӳ алӑ пуснӑ.
Ҫамрӑксем валли ятарлӑ хатӗрленӳ кирлӗ мар профессисем суйлаҫҫӗ: подсобнӑй, тӗпелти ӗҫчен, тирпейлӳҫӗ, урам шӑлакан, курьер, фасовщик.
Шел те, 6-мӗш класс арҫын ачи урапа айне лексен чӗрӗ юлайман. Авӑн уйӑхӗн 19-мӗшӗнче 15 сехет те 20 минутра Шупашкарпа Хыркасси ялӗ хушшинче, «Ҫӗктер» чарӑнура, авари пулнӑ.
ҪҪХПИ малтанлӑха пӗлтернӗ тӑрӑх, Kia Rio урапа арҫын ачана ҫапса хӑварнӑ. Лешӗ ҫул-йӗр правилине пӑсман, «зебра» тӑрӑх ҫул урлӑ каҫма тӑнӑ.
Аварире арҫын ача вӑйлӑ суранланнӑ, вӑл сывлама чарӑннӑ. Ҫӗктере ҫити вӑл маршруткӑпа ҫитнӗ, чарӑнура аннӑ. Ҫул леш енче ӑна ашшӗ урапапа кӗтсе тӑнӑ.
Иномарка рулӗ умӗнче 29 ҫулти арҫын пулнӑ. Ӳсер пулман вӑл, правана 8 ҫул каялла илнӗ.
Сӑмах май, ӗнер Ҫӗнӗ Шупашкар хулинче те ачана ҫапса хӑварнӑ. 10 ҫулти хӗрача та ҫул-йӗр правилине пӑсмасӑр ҫул урлӑ каҫнӑ. Аварире вӑл урине хуҫнӑ, ӑна пульницӑна илсе ҫитернӗ.
Статистика органӗсем Чӑваш Енре пурӑнакансем епле пурӑннине ҫырма тухӗҫ. Ку ӗҫпе вӗсем ҫитес уйӑхра ҫине тӑрӗҫ.
Халӑхӑн пурнӑҫ условийӗсене пур енлӗн сӑнас тӗллевлӗ специалистсем 540 ҫемье пурнӑҫӗпе кӑсӑкланӗҫ. Вӗсенчен 297-шӗ хуларисем тесе пӗлтереҫҫӗ, 243-шӗ — ялтисем.
Ҫырса ҫӳремелли хуҫалӑхсене Шупашкар, Ҫӗнӗ Шупашкар, Улатӑр, Канаш, Ҫӗмӗрле тата Куславкка хулисенче, районсенчен Патӑрьел районӗнчи Ыхраҫырми ялӗнче, Вӑрнар районӗнчи Шинерте, Йӗпреҫ районӗнчи Шӑрттанта, Канаш районӗнчи Ҫӗнӗ Шелттӗмре, Комсомольски районӗнчи Ҫӗнӗ Мӑратра, Муркаш районӗнчи Кашмашра, Вӑрмар районӗнчи Ҫиҫтӗпере, Шупашкар районӗнчи Чаканарта, Етӗрне районӗнчи Эмеккассинче палӑртса хунӑ. Камӑн пурнӑҫ условийӗ еплине ҫынсем каланӑ тӑрӑх ҫырса хурӗҫ.
Авӑнӑн 13-мӗшӗнче Чӑваш Енре «Уҫӑ тӳпе айӗнчи кино» акци старт илнӗ. Ӑна пурнӑҫа кӗртмешкӗн ЧР Элтеперӗн Михаил Игнатьевӑн 100 пин тенкӗ грантне панӑ.
Фестиваль виҫӗ эрнене тӑсӑлӗ. Вӑл Чӑваш Енри 5 район-хулара пулӗ: Шупашкарта, Ҫӗнӗ Шупашкарта, Вӑрмар, Ҫӗмӗрле, Куславкка районӗсенче.
Акци Никос Зервасӑн «Дети против волшебников» фильмне кӑтартнинчен пуҫланнӑ. Ӑна храм ҫывӑхӗнче кӑтартнӑ.
Андрей Федоров блогер фестиваль уҫӑлнӑ ҫӗре ятарласа килнӗ. Вӑл каланӑ тӑрӑх, чӑннипе унта официаллӑ пресс-релизра кӑтартнӑ пек мар. Кино курма 30 ҫын килнӗ. Инноваци сӗмӗ унта пачах пулман. Йӑлтах совет тапхӑрӗнчине аса илтернӗ. Блогер ҫынсем сивӗ ҫанталӑкра уҫӑ тӳпе айӗнче кино курса шӑнса ларасси пирки иккӗленет. Ара, халӗ кирек мӗнле фильма та килте пӑхма май пур-ҫке-ха.
Фестиваль йӗркелӳҫисем урӑхла шухӑшлаҫҫӗ: проектӑн пуласлӑхӗ пысӑк. ЧР Культура министерствин сайтӗнче те ҫапла ҫырнӑ: «Йывӑр ӗҫ кунӗ хыҫҫӑн уҫӑ сывлӑшра интереслӗ кино курма май пур».
Авӑн уйӑхӗн 3-мӗшӗнче ҫухалнӑ Ҫӗнӗ Шупашкарти 13 ҫулти арҫын ача тупӑннӑ. РФ Следстви комитечӗн республикӑри управленийӗн ертӳҫин аслӑ пулӑшуҫи Олег Дмитриев пӗлтернӗ тӑрӑх, йӗкӗт чиперех, таса сывах, ҫухалнӑ хыҫҫӑн ӑна никам та кӳрентермен.
Аса илтеретпӗр, ача шкула амӑшӗпе кайнӑ, анчах ҫул ҫинче аслипе иккӗшӗ хирӗҫсе илнӗ хыҫҫӑн вӑл шкултан пӑрахса кайнӑ.
«Прогород» хаҫат ача шкула каяс килменнишӗн амӑшӗн аллинчен вӗҫерӗнсе тарнине, килте унӑн йӑлтах йӗркеллине пӗлтернӗччӗ те, анчах ырӑран ырӑ шырамаҫҫӗ тесе ахальтен каламан-тӑр. 13-ри каччӑна амӑшӗ ҫавӑтса утни те тепӗр ҫыншӑн тӗлӗнтермӗш пек туйӑнать-тӗр. «Мана никам та ӑнланмасть», — тесе каланӑ-мӗн те ача, ахальтен тухман пулӗ ӗнтӗ ку сӑмах...
Чӑваш Ен ҫыннисене Мускаври Александр Пушкин ячӗллӗ драма театрӗн артисчӗсем спектакль курма чӗнеҫҫӗ.
Артистсем пирӗн патра 4 кун пулӗҫ. Хӑйсен турне вӗсем «Тартюф» спектакльпе уҫӗҫ. Ӑна К.Иванов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх академи драма театрӗнче курма май пур. Мольер пьеси тӑрӑх хатӗрленӗ камите халӑх ҫулсеренех ӑшшӑн йышӑнать, мӗншӗн тесен вӑл ансат.
Авӑн уйӑхӗн 11-12-мӗшӗсенче «Семейка КрАузе» камит кӑтартӗҫ. Александр Коровкин драматург 3 жанра пӗрлештернӗ: детектив, мелодрама, социаллӑ сатира.
Вырсарникун Улатӑрти культура ҫуртӗнче Мускав артисчӗсем «И вдруг…» спектакль лартӗҫ. Унти интерьер, костюмсем — паллӑ мода историкӗ Александр Васильев хатӗрленисем.
Авӑн уйӑхӗн 13-мӗшӗнче вара Ҫӗнӗ Шупашкарта актерсемпе курнӑҫма май пулӗ.
Авӑн уйӑхӗн 7-мӗш каҫхине Ҫӗнӗ Шупашкарта полицейски икӗ каччӑна — пӗрне хырӑмран, теприне ҫурӑмран — тапнине Чӑваш халӑх сайчӗ ӗнер пӗлтернӗччӗ.
Йӗрке хуралҫи пуҫтахланни пирки РФ Следстви комитечӗн следстви управленийӗн ӗҫченӗсем тӗрӗслев пуҫарнине те унта асӑннӑччӗ.
Каччӑсене тапакан тата ҫапакан арҫын пирки «полицейски формиллӗ ҫын» тесе ҫырнӑччӗ Следстви управленийӗн хыпарӗнче. Паян вара ҫав этем камне кӑтартнӑ. Вӑл ҫын полицин участокри уполномоченнӑйӗ пулнӑ иккен. 33 ҫулти арҫынна халӗ тытса чарнӑ, пуҫиле ӗҫе малалла тӗпчеҫҫӗ.
Ҫӗнӗ Шупашкарти пӑтӑрмах ҫапларах сиксе тухнӑ: 22-ри тата 26-ри каччӑсен тротуар ҫине кӗрсе кайнӑ урапа хуҫипе пӑтӑрмах сиксе тухнӑ. Машина хуҫи вырӑнтан кайнӑ, анчах ҫамрӑксем ун пирки йӗрке хуралҫисене пӗлтернӗ. Урапана йӗрке хуралҫисем Винокуров урамӗнчи заправка патӗнче тытса чарнӑ. Пӑтӑрмах пирки пӗлтернӗ каччӑсем те унта пырса ҫитнӗ. Ҫавӑнта полици лейтенанчӗ йӗркене пӑснине пӗлтернӗ ҫамрӑксене тапнӑ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (23.11.2024 21:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 748 - 750 мм, 5 - 7 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 7-9 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Левитская Лия Сергеевна, чӑваш чӗлхин тӗпчевҫи ҫуралнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |